Республикӑра питӗ хӑвӑрт сарӑлакан, питӗ наркӑмӑшлӑ ҫум курӑкпа, Сосновский пултӑранӗпе, кӗрешме пуҫланӑ.
Республикӑра вара вӑл сахал мар. Хальхи вӑтра Сосновский пултӑранӗ 20 муниципаллӑ округра сарӑлнине палӑртнӑ. Вӑл уйрӑмах Элӗк, Йӗпреҫ, Етӗрне округӗсенче нумай ӳсет
Ҫӗмӗрле округӗнче Сосновский пултӑранӗллӗ уй-хире пӗрремӗш хутчен хими препарачӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗччен сапӗҫ. Йӗпреҫ округӗнче ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ палӑка ишсе антарни, юлашкисене ҫырмана персе тӑпрапа хуплани, пуҫӗ айккинче йӑваланса выртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак хыпар тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Палӑка пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, Элӗк округӗн администрацийӗ йышӑннипе ишсе антарма йышӑну тунӑ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, палӑк кивелнӗ, никӗсӗ ҫурӑлнӑ, ӑна ҫӗнетме май ҫук. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, палӑка гипсран тунӑ. Ял ҫыннисем вара вӑл бетонран пулнине ӗнентереҫҫӗ.
Палӑртмалла: Паллӑ мар салтак палӑкне 1970 ҫулта халӑх укҫпе ҫӗклесе лартнӑ.
«Ырӑ кун. Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Паллӑ мар салтака халалласа лартнӑ палӑка ишсе антарнӑ. Вӑл 50 ҫул ытла ларнӑ. Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ халӑха ӑна гипсран тунӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ асӑну комплексӗ тумалла тесе ишсе антармалла терӗ (экспертиза пулман).
Курӑр-ха, палӑкран мӗнле мӑшкӑланӑ. Палӑкпа юнашар ҫырма пур, йӑлт ҫавӑнта кайса тӑкнӑ та тӑпрапа хупланӑ. Палӑк пуҫӗ, ытти пайӗ уйрӑм выртать. Эпир ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта фашистсене ҫӗнтернӗ паттӑрсене пуҫ тайма ҫӳренӗ, чечек хунӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхе курсан чун юнпа тулать.
Палӑк юлашкисене пӑхсан ӑна гипсран туманни паллӑ. Ахӑртнех, бетонран. Ӑна юсаса ҫӗнетнӗ тӗк вӑл нумай ҫул ларӗччӗ», - ҫапла ҫырна «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Владислав Дубинин тӑванӗсене вунӑ сыпӑк таран тӗпченӗ. «Ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑниччен вӑл тӑван ялӗн историне тишкернӗ», – пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
2014-мӗш ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ ҫав тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Александр Ананьев хӑй вӑхӑтӗнче кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Ял ҫинчен чылай материал тупнӑ, вун-вун статья ҫырнӑ. Унӑн аслӑ хӗрӗ Татьяна Евдокимова ашшӗ ӗҫне Владислав Дубининпа малалла тӑснӑ.
Владислав хӑйӗн несӗлӗсемпе те кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӗсен ҫемйине Чукмар тесе чӗннӗ-мӗн.
«Чукмар ратнинчен тухнӑскерем Китайра ҫеҫ мар, Норвеги, Америка ҫӗршывӗсенче те пурӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа "Чукмары из Татмыш" кӗнеке кун ҫути курнӑ – тӑванӗсене 10 сыпӑк таранах тӗпченӗ унта автор. Дубининсем, Дубиковсем, Дубинскисем, Дубровскисем тата Константиновсем – пурте Чукмарсем иккен», — хыпарланӑ Вероника Павловӑпа Димитрий Макаров хатӗрленӗ сюжетра.
Элӗк округӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан ветерана Андрей Аркадьева килӗ умне пырса Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, концерт лартса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ ялавӗн копине, 30 метр тӑршшӗскере, ветеран патне илсе ҫитернӗ.
«Священная война» юрӑ шӑраннӑ май инспекторсем ялава сарса хунӑ, Андрей Аркадьевича тата унӑн мӑшӑрне Нонна Семеновнӑна ҫапла каланӑ: «Равнение на середину!» Ветеран вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илнӗ, Новороссийск патӗнче аманни ҫинчен каласа панӑ.
Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑрсан та пултарулӑх коллективӗ ватӑсене патриотлӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Куракансем ял ҫыннисем пулнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Нам жить и помнить!» (чӑв. Пирӗн пурӑнмалла тата асра тытмалла) гала-концерт пулнӑ. Ӑна халӑх пултарулӑхӗн «Ҫӗнтерӳ салючӗ» республикӑри фестиваль-конкурсне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Гран-прие Элӗк муниципаллӑ окургӗ тивӗҫнӗ, 1-мӗш степеньлӗ лауреат ятне — Етӗрне округӗ, 2-мӗш степеньлине – Канаш, Куславкка округӗсемпе Ҫӗмӗрле хули, 3-мӗш степеньлине – Красноармейски округӗпе Шупашкар хули.
1-мӗш степеньлӗ дипломпа Муркаш муниципаллӑ округне чысланӑ, 2-мӗш степеньлипе – Комсомольски, Ҫӗмӗрле округӗсене тата Канаш хулине, 3-мӗш степеньлипе – Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел округӗсене.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Никольски - Етӗрне - Нурӑс» ҫул ҫинче мотоцикл аварие лекнӗ.
19 ҫулти каччӑ «Ирбис» мотоциклпа пынӑ чухне руле итлеттереймен - кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унӑн права та пулман. Вӑл пӗччен пулман. Икӗ пассажир, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем, аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пӗрне киле янӑ. Водителе те пульницӑна вырттарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑра икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ: Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнче тата Элӗк округӗнчи Чартакра. Пӗтӗмпе 1,7 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫунса кайнӑ.
Ҫав кунах Муркаш округӗнчи Кармӑш ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне пушар тухнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ.
Аса илтерер: ӗнертенпе Чӑваш Енре пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ уйсем ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.
ЧР культура министрӗ Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Етӗрне тата Тӑвай округӗсен пуҫлӑхӗсене автоклуб уҫҫисене панӑ. Аякри пӗчӗк ялсенче клуб ҫук. Ҫур ҫулта автоклубпа 30 пин ытла ҫын усӑ курнӑ.
Республикӑра унашкал темиҫе клуб туянма палӑртнӑ.
Пӗлтӗр 3 автоклуб туяннӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Ҫӗмӗрле округӗсене ӑсатнӑ.
Элӗк муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗвӗҫнипе тепӗр хӗрарӑмӑн сутана шӑммине хуҫса янӑ.
Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мӑн Этмен ялӗнчи 60 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн пахчинче пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫма тапранса кайнӑ. Вӑл ӑна икӗ хутран кая мар урапа тапнӑ. Икӗ хӗрарӑм хушшинчи ӑнланмалӑх кӗвӗҫӳпе ҫыхӑннӑ иккен. 60 ҫулти кӗвӗҫ хӗрарӑм кайран йывӑҫ патак ярса илсе икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. Шар курнин сутана шӑмми хуҫӑлнӑ.
Пӑтӑрмах пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе вӗҫленнӗ. Судра хӗрарӑм хӗненине йышӑнман, вӑл хӑй ӳкрӗ тесе суйнӑ.
Ҫапӑҫакан хӗрарӑма суд тӗрмене хупса хумасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |